Ӗнер Чӑваш Енре ҫил-тӑвӑл алхасни, ҫумӑр вӑйлӑ ҫуни пирки, ҫавна май хӑш-пӗр ял ҫутӑсӑр юлни, ҫуртсем сиенленни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Уйрӑмах Канаш, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче пурӑнакансем шар курнӑ.
Красноармейски районӗнче вара ҫынна аҫа ҫапнӑ. Ку Тватпӳрт ялӗ патӗнче пулнӑ. 55 ҫулти арҫын аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра уйра пулнӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килмен, ӑна вилмеллех аҫа ҫапнӑ.
Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫил-тӑвӑла пула ҫуртсем тӑррисӗр юлнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ пӗтнӗ.
Уйрӑмах пысӑк сӑтӑр ҫил Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишекре тунӑ — кунта темиҫе ҫурт тӑррисене тӗппипех вӗҫтерсе кайнӑ, хуралтӑ ҫиттийӗсене сӳсе антарнӑ. Яла кӗнӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ паллӑ та вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — тӳнсе кайнӑ.
Комсомольски районӗнчи Урмаелте те вӑйлӑ ҫил сӑтӑр тунӑ — кунта, сӑмахран, шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ ҫиле пула ялта пушар та тухнӑ.
Ҫурҫӗрти районсенче те ҫанталӑк хуҫа кам иккенне кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Сорӑм Панклинче пысӑк пӑр ҫунӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те 2-3 см пысӑкӑш пӑр ҫуса кайнӑ.
Комсомольски районӗнчи Виҫпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире шар курнисем ҫав вӑхӑтра унтан иртсе кайнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89022886399.
Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра пулнӑ. Ҫулпа пыракан «Лада Приора» машинӑн малти кантӑкӗнчен хирӗҫ килекен фурӑран тухса ӳкнӗ тимӗр япала пырса тӑрӑннӑ. Ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Салонра виҫӗ ҫын пулнӑ. Икӗ пассажир аманман. Водитель вара комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Чӑваш Ен урлӑ иртекен «М-12» ҫула 2023 ҫулта хута яма палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Марат Хуснуллин канашлу ирттернӗ.
Аса илтерер: машинӑсене хӑвӑрт ҫӳремелли ҫав ҫул пирӗн регионта 100 километар яхӑн пулӗ. Ӑна Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ сарӗҫ.
«М-12» ҫулӑн Мускаври МКАД патӗнчен пуҫӑнса Орехово-Зуево хули таранхи пайне кӑҫал хута ярӗҫ, Чӑваш Енри лаптӑка килес ҫул туса пӗтересшӗн.
«М-12» ҫула 2023 ҫулта хута ярасшӑн. Унпа Мускавран Хусана 6-7 сехетре ҫитме май килӗ.
Комсомольски районӗнче, Кӗтне юханшывӗнче, пулӑсем вилеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен прокуратура вырӑна ҫитсе тӗрӗслев пуҫарнӑ ӗнтӗ.
2020 ҫулта та Кӗтнере пулӑсем вилнӗ. Ун чухне мӑшкӑлтӑк шывӗ унта тасалмасӑрах юхса тухнине палӑртнӑ.
Халӗ каллех катастрофа. Специалистсем шыва тӗрӗслеме илнӗ. Кун хыҫҫӑн тин чӑн сӑлтавне палӑртма пултарӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал Канаш, Йӗпреҫ, Шупашар районӗсенче те пӗвере пулӑсем вилнӗ.
Чӑваш Енре чи вулакан ҫемьесене палӑртнӑ. Конкурса республикӑн Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ ирттернӗ.
«Вулакан ҫемьепе палаштарни» номинацире Муркаш районӗнчи Васильевсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Вӑрмар районӗнчи Артюковсем — иккӗмӗш, Ҫӗнӗ Шупашкарти Павловсем — виҫҫӗмӗш.
«Илемлӗ хайлав тӑрӑх инсценировка» номинацире Канашри Николаевсене ҫитекен пулман, иккӗмӗш вырӑнта — Улатӑрти Логиновсем, виҫҫӗмӗшӗнче — Йӗпреҫ районӗнчи Степановсем.
Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата сарас енӗпе Комсомольски районӗнчи Петровсене палӑртса хӑварнӑ, Муркаш районӗнчи Кузьмичевсем конкурс материалӗсене хӑйне евӗр хатӗрленипе ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ.
Комсомольки районӗнчи Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансене тилӗ канӑҫ памасть. Вӑл чӑхсемпе хурсене тытать.
Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, тилӗ ялта хӑрамасӑрах ҫӳрет. Халӑх ачасене те урама кӑларма шикленет.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тилӗ пӗр хуҫалӑхри 15 чӑхха тытнӑ. Тепӗр кунхине урӑх хуҫалӑхри 6 чӑхха тӗп тунӑ. Паян ирхине тилӗ тепӗр кил хуҫалӑхне ҫитсе 12 хура тытнӑ.
Чӗчкен ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем вырӑнти тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе илеймеҫҫӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнче ҫул ҫинчи инкекре водительпе пассажир вилнӗ.
Пӑтӑрмах 15 сехет те 30 минут тӗлӗнче «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» автоҫул ҫинче пулса иртнӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Citroen» машина автомобильсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «ГАЗель» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ транспортри водительпе пассажир вилнӗ, хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнин рульне тытса пынӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнче йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Калиновка ялӗ тӗлӗнче КамАЗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Киа Рио» автомобиле (вӑл Комсомольски районӗ еннелле кайнӑ) ирттерсе яман.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн рульне тытса пынӑ 27 ҫулти водитель тата салонти 3 ҫулти ача аманнӑ, вӗсене больницӑна ӑсатнӑ.
Водительсем, сӑмах май, урах пулнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре Комсомольски районӗнчи Урмаелте пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурт ҫунса кайнӑ.
Юрать-ха, никам та вилмен. Анчах кил хуҫисем шар курнӑ, ӳт-пӗвне ҫулӑмпа пӗҫертсе янӑ. Пушарта суранланнӑ арӑмӗпе упӑшки – 1969 тата 1973 ҫулсенче ҫуралнӑскерсем. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушӑн 26-мӗшӗнче Улатӑрта пилӗк хутлӑ ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Пушар ирхи 5 сехетре тухнӑ. Унта 82 ҫулти кил хуҫи аманнӑ. Ӑна тухтӑрсем медпулӑшу панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |